Ыхра — сухан евĕррисен (Alliaceae) çемйин ӳсентăранĕ.
Çулçисем лаптак, пуçĕ кăткăс, 2—50 шăллă, кашни хытă тирлĕ хупăпа витĕннĕ. Тискер тĕсĕпе пур çĕрте те тĕл пулать. Авалхи çын ӳстернĕ ӳсентăран. Кĕрхи, тата çурхи ыхра пулать.
Авалтанах ыхрана апата кĕртеççĕ — çакнашал вăл пирамидă тăвакансен апачĕ шутне кĕнĕ.
Чĕрĕлле тата консервăласа ыхрана кулинаринче (кăлпаса, тăварланă çимĕç тата урăх.).
Медицинăра суханпа ыхраран тĕрлĕ япала — ыхра сĕткенне тата спиртпа хутăштарнине (аллилсат) — хатĕрлеççĕ, вĕсем хускалăва, хырăм-пыршă тракчĕн секретерлă ĕç-пуçне вăйлатаççĕ, тата урăх сиплев эмел тăваççĕ.
Пыршăлăх йӳçме е çĕрме тытăнсан (пыршăлăх атонипе колитсем сиксе тухсан), çаплах гипертонипе атеросклероз чухне те сывлăха сиплеççĕ.
Ыхра вируса хирĕç кĕрешет, сăмахран, вал гриппран хăтарать.
Иммун хăватлатакан тата рака хирĕç ыхраран эмел хатĕрлеççĕ.
Ыхра пуçĕнче 35—42 % типĕ япалалăх, çав шутра 6,0—7,9 % белок, 7,0—28 мг% витамин С (çулçисенче — 80 мг% çити), 0,5 % сахăр, 20—27 % полисахарид.
Ыхра тутипе шăрши эфир çăвĕнчен (0,23—0,74 %) тухать, унăн шутĕнче аллицин тата сульфид ушкăнĕнчи урăх органика пĕрлешĕвĕсем (фитонцидсем).
Халĕ Allium пур ăрачĕ сухан пуçĕллĕ çемйе (APG II) шутне кĕрет, малтан Кронквист классификаципе çак ăрата лилейным (Liliacea).